Яланах асра пулӗҫ…

Яланах асра пулӗҫ…

       Вӑрҫӑ… Пирӗн чечекленекен Тӑван ҫӗршыв ҫине 1941 ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнче нимӗҫ фашисчӗсем систермесӗр тапӑннӑ. Лӑпкӑ хуласене, ялсене аркатнӑ, сирпӗтнӗ, ҫунтара-ҫунтара янӑ. Совет халӑхӗ пӗр ҫын пек пулса Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме ҫӗкленнӗ.

549 ҫын вӑрҫӑ хирне тухса кайнӑ Тушкилпе Ямпулат ялӗсенчен те. Каялла 230 ҫын кӑна таврӑнма пултарнӑ. Ӗмрипе ял-йыш асӗнче упранӗҫ пуҫ хунӑ тата ҫӗнтерӗве туптанӑ паттӑрсен ячӗсем. Каялла таврӑннисенчен те сыввисем юлмарӗҫ районта. Яланах пуҫсене тайӑпӑр эпир вӗсене аса илсен.

Пирӗн ватӑ асатте, Илья Захарович Захаров (1915-1994 ҫ.ҫ.) (сӑн ӳкерчӗкре), вӑрҫӑ участникӗ. Унӑн шӑпи ҫӑмӑл килмен. Пиллӗкре чухне ашшӗсӗр, ҫиччӗре амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ вӑл. Ҫавах та, тӑлӑх пулин те, ялти шкултан вӗренсе тухать. Унтан Шупашкарти коммуна шкулӗнче, каярах Шӑхальте вӗренет. 1931 ҫулта комсомола кӗрет. Ҫав тери малалла вӗренес килнӗ ҫамрӑкӑн. Ҫак тӗллевпех 1934 ҫулта ял хуҫалӑх инситутне ҫул тытать. Анчах ялта кил-ҫурчӗ ҫунса кайнӑ хыҫҫӑн унӑн ҫак ҫутӑ ӗмӗтпе сыв пуллашма тивет. Вӑл тӑван яла таврӑнса почтальонра ӗҫлет, ҫулла кӗтӳ кӗтет. Икӗ ҫул «Хӗрлӗ Ҫар» колхозра кладовщикре тӑрӑшать. Ҫар службине кайса килнӗ хыҫҫӑн ял ӗҫтӑвкомра секретарьте, унтан районти халӑх сучӗн исполнителӗнче ӗҫлет. 1941 ҫулхи июнӗн 29-мӗшӗнче И.Захаров Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме тухса каять, Воронеж фронтӗнче ҫапӑҫусене хутшӑнать, рота командирне ҫитет.

Тушкил шкулӗнчи краеведени музейӗнчи «Шырав» ушкӑнӗн членӗсем пулнӑ май, унта упранакан мӑн асаттен ал ҫырӑвӗсемпе палаштарас килет. Акӑ мӗн ҫырать Илья Захарович:

«1941 ҫулхи декабрӗн 17-мӗшӗнче Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ фронт составӗнче ҫапӑҫнӑ чух нимӗҫсен тискерлӗхне питӗ нумай курма тиврӗ. Курск облаҫӗнчи Сокольи Болты ялӗнче тӑратпӑр. Нимӗҫсем юнашарти Рождественски ялӗнчеччӗ. Миҫе яла илмерӗмӗр пулӗ, нимӗҫсем пурне те ҫунтарса янӑ. Рождественски ялӗнче нимӗҫсем ачасене, ваттисене кирпӗч чиркӗве хупса хурса, сивӗпе, шыв памасӑр асаплантарса вӗлернӗ. Ҫак ялтан тӑшмана хӑваласа ятӑмӑр. Йывӑҫ клуб ҫунать. «Мӗншӗн ҫунтараҫҫӗ-ши клуба?» - ыйтатӑп карчӑкран. «Нимӗҫсем хӑйсен йывӑр аманнӑ, вилнӗ салтакӗсене унта пухнӑ та тивертсе янӑ», - терӗ вӑл.

Ирсӗр фашистсем ялсенчи ҫынсене пӳрчӗсенчен хӑваласа кӑларнӑ. Хӗрарӑмсем, ачасем хӗл варринче нӳхрепсенче пурӑннӑ. Хӑйсем тарас умӗн вара нӳхрепсене минӑсем пӑрахса аркатса хӑварнӑ. Темӗн те курма тивнӗ. Акӑ, ялсенчен 4-5 ҫулхи ачасене хӑваласа тухнӑ, пӗтӗмпех хывӑнтарса асаплантарнӑ, унтан ҫул ҫине пӑрахса хӑварнӑ. Ҫав ачасен виллисене аса илсен, халӗ те макӑрас килет.

1942 ҫулхи кӗркунне Дон урлӑ каҫнине пянхи пек астӑватӑп. Эпир Троицкое ялӗнче. Ялтан Дон патне ҫитиччен ҫаран. Дон леш енче сӑрт ҫинче Селявино, Урыв, Девичье ялӗсем вырнаҫнӑ. Унта нимӗҫсем. Пире малалла кайма «катюшӑсемпе» самолётсем пулӑшрӗҫ. Малтан нимӗҫсем ҫине 4 «катюша» персе тӑчӗ, каҫхине самолёт бомбӑсем пӑрахрӗ. Батальон командирӗ, Середа капитан мана хамӑн ротӑпа Дон урлӑ Селявино патӗнче каҫма хушрӗ. 250 салтак кимӗсемпе каҫрӑмӑр. 3 ялне те ирӗке кӑлартӑмӑр…»

Пӗр хутчен ҫеҫ мар паттӑрлӑх кӑтартнӑ И.Захаров лейтенант. Ӑна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденпа тата «За победу над Германией в Великой Отечественной войне 1941-1945 г.г.» медальпе наградӑланӑ. 1942 ҫулхи сентябрӗн 13-мӗшӗнче вӑл йывӑр аманнӑ. Унӑн хӑрах урине татма лекнӗ. Свердловск хулинче нумай вӑхӑт госпитальте сипленнӗ хыҫҫӑн ӑна 1943 ҫулта киле яраҫҫӗ. Ҫапла, 28 ҫулхи вӑйпитти арҫын сусӑр пулса юлнӑ. Мӗнле пурӑнмалла? Йышӑнӗ-ши ӑна ҫамрӑк арӑм? Нонна Николаевӑпа (1920-1975 ҫ.ҫ.) вӑрҫӑччен пӗр уйӑх маларах ҫеҫ пӗрлешнӗ-ҫке вӑл…

Мӑн асатте хӑй таврӑнасси ҫинчен мӑшӑрне пӗлтерет. Ҫырура ҫакӑн пек сӑмахсем пулнӑ: «Йышӑнатӑн пулсан Урмар станцине тухса ил». Мӑн асанне лаша кӳлсе Вӑрмар станцине ҫитет, мӑн асаттене киле илсе килет.

Тӑван яла таврӑнсан фронтовик алла усса лармасть. Счетоводра ӗҫлет, председатель пулса колхоза ертсе пырать. 1945 ҫулта парти членне кӗрет. Илья Захаров пултарнӑ таран хӑйӗн вӑйне, ӑсталӑхне телейлӗ пурнӑҫшӑн парать. Мӑшӑрӗпе 4 хӗр те 3 ывӑл пӑхса ӳстернӗ. Пурте «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ.

Аслӑ ывӑлӗ Владимир Ильич (1944-2008 ҫ.ҫ.) виҫӗ ҫул Германире хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн ялта пӗр хушӑ самосвал водителӗнче, унтан Шупашкарта стройкӑра вӑй хунӑ.

Аслӑ хӗрӗ Елена Ильинична (1946 ҫ.) нумай вӑхӑт ялти перекет кассинче ӗҫленӗ.

Зоя Ильинична (1949 ҫ.) Вӑрнарти совхоз-техникумра вӗреннӗ хыҫҫӑн Йӗпреҫ районӗнче, Тюмень облаҫӗнче ӗҫленӗ. Каярахпа чылай ҫул ҫыхӑну уйрӑмӗн ертӳҫин ӗҫне туса пынӑ. Ӗҫре хастар пулнӑшӑн «Ҫыхӑну маҫтӑрӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.

Михаил Ильич (1951 ҫ.) Шупашкарти агрегат заводӗнче мӗн ҫитмӗл ҫула ҫитиччен огнеупорщик ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ. 1981 ҫулта хастарлӑхӗшӗн Чӑваш АССР Верховнӑй Совет Президиумӗн Хисеп грамотине илме тивӗҫлӗ пулнӑ. 1986 ҫулта ӑна «Халӑхсен туслӑхӗн» орденӗпе наградӑланӑ. 2003 ҫулта «Ылтӑн кадрсем» кӑкӑр ҫине ҫакмалли знакпа палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл «Ветеран автомобильного и сельскохозяйственного машиностроения» хисеп паллине тивӗҫнӗ. Михаил Ильич кире пуканӗ ҫӗклессине тата кӗрешӳ спортне кӑмӑлланӑ. Хӑй ӗмӗрӗнче ҫак спорт вӑййисемпе ҫыхӑннӑ ӑмӑртусенче чылай палӑрнӑ.

Ольга Ильинична (1954 ҫ.) ялти хӗрарӑм шофёрсенчен пӗри. Ҫак профессине алла илнӗ хыҫҫӑн Вӑрмарта ҫӑкӑр турттаракан машинӑпа ӗҫленӗ. Кайран шкулта буфетчицӑра вӑй хунӑ. Тивӗҫлӗ канӑва кайиччен колхозра ӗне тата сысна фермисенче тӑрӑшнӑ.

Ашшӗн ҫамрӑклӑх ӗмӗтне Петр ывӑлӗ пурнӑҫланӑ. Вӑл ял хуҫалӑх институтӗнче инженер-механика вӗренсе тухса «Шимкусский» совхозра аслӑ инженерта ӗҫленӗ. Ун хыҫҫӑн Горький хулинче педагогика институтӗнче пӗлӳ илсе Тушкил шкулӗнче тата Канашри ДОСААФра механизаторсемпе водительсем хатӗрлес ӗҫе панӑ. 2006-2020 ҫулсенче Петр Ильич Тушкил ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ, «За безупречную службу в органах местного самоуправления в Чувашской Республике» наградӑна тивӗҫнӗ. 2020 ҫулта ӑна муниципалитет тытӑмӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри Конгресӗн Тав ҫырӑвне парса чыс тунӑ.

Кӗҫӗн хӗрӗ Людмила Ильинична Зеленодольск хулинчи медучилищӗрен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ялти участок больницинче медсестрара тӑрӑшнӑ.

1994 ҫулта пирӗн мӑн асатте ҫӗре кӗнӗ. Эпир унӑн паттӑрлӑхне ялан асра тытатпӑр. Кашни Ҫӗнтерӳ кунӗнче унӑн сӑн ӳкерчӗкӗпе «Вилӗмсӗр полк» акцие хутшӑнатпӑр.

Сӑмах майӑн каласан, Илья Захаровичӑн арӑмӗ Нонна Николаевна та, хунямӑшӗ Татьяна Егоровна Егорова та (1898-1962 ҫ.ҫ.) (сӑн ӳкерчӗкре) вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн медаль илме тивӗҫлӗ пулнӑ. 1941-1942 ҫулсенче Хусан хӳтӗлев чиккисем тунӑ вӑхӑтра Татьяна Егоровна «Хӗрлӗ ҫӑлтӑр» колхозри окопсем чавакансен бригадирӗ пулнӑ. Пирӗн музейра шартлама сивӗ ҫанталӑкра ҫӗр чавнӑ чух усӑ курнӑ савӑлсем упранаҫҫӗ: пӗри – 5 килограма яхӑн, тепри – 3 кило. Вӗсене Татьяна Егоровна Егорова упраса хӑварнӑ. Музея вара унӑн мӑнукӗ Петр Ильич панӑ.

Тушкил шкулӗнчи краеведени музейӗнчи «Шырав» ушкӑнӗн членӗсем: Екатерина Захарова (11 класс), Мария Кузьмина (10 класс).