«Раççей-халăхсен çурчĕ» ятлă диктант çырчĕç

«Раççей-халăхсен çурчĕ» ятлă диктант çырчĕç

    2026 ҫулхи сентябрӗн (авăн уйăхĕн) 8-мӗшӗ – В.В. Путин Президент Указĕпе килĕшÿллĕн Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑх чӗлхисен кунĕ шутланать. Çак кун «Раҫҫей – халӑхсен ҫурчӗ» проекта тĕпе хурса Раҫҫейре пурăнакан халӑхсен чӗлхисемпе пĕрремĕш хут диктант иртрĕ. Диктантăн тĕп темине Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн Ҫулталӑкне халалланă. Чи пӗлтерӗшли вара – вырӑс чӗлхине Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх чӗлхи шайĕнче, республикăсен официаллӑ статуслӑ чӗлхисене, ҫав шутрах Ҫурҫӗр, Ҫӗпӗр тата Инҫет Тухӑҫри сахал йышлӑ халӑхсен чӗлхисене те тивĕçлипе аталантарасси пулса тăрать. Тушкил пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 8-мĕш класра вĕренекенсем те çак уява хутшăнчĕç, диктанта çырма хапăл турĕç, тексчĕ пурне те килĕшрĕ. 

Фотогалерея