Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ
чăвашла сочиненисен конкурсне пĕтĕмлетрĕ. Кăçалхи конкурса Раççейри кил-йыш
çулталăкне тата Чăваш Енри экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă
курнин çулталăкне халалланă. Çавна май конкурса хутшăнакансен сочинени çырма
икĕ темăран пĕрне суйласа илме май пулчĕ: «Çемье – шанчăклă тĕрек», «Планета
пуласлăхĕ – пирĕн алăра».
Конкурса муниципалитет тапхăрĕнче мала тухнă 9-11-мĕш классенче
вĕренекен 28 ача хутшăнчĕ. Жюри ĕçсене пăхса тухса çĕнтерӳçĕсемпе призерсене
палăртрĕ.
Конкурс çĕнтерӳçи шутĕнче Тăвай
муниципалитет округĕнчи Тушкил пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 11-мĕш класра
вĕренекен Денисов Николай пулса тăчĕ. Кольăна çĕнтерÿçĕ илнĕ ятпа
саламлатпăр, малалла та ÿсĕмсем тума сĕнетпĕр!