Пултаруллă шкул ачисене
тупса палăртас, вӗсене малалла аталанса çӗнӗ çитӗнўсем тума хавхалантарас,
чăваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстерес тӗллевпе Чăваш чӗлхи
кунне тата Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне, Çемье
çулталăкне халалласа ака уйăхӗн 22 – мӗшӗнче муниципалитет шайӗнче «Тăван
чӗлхесӗр – чăн-чăн пӗлӳ çук» пултарулăх конкурсӗ иртрӗ. Çак конкурсра Тушкил пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам
шкулта вĕренкенсем те хутшăнчĕç. «Ҫемье çулталăкне халалланă сăвăсем пăхмасăр
калани» номинацире Селиванов Д. (11-мĕш кл.) çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. «Экологи
культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне халалланă сăвăсем пăхмасăр
калани» номинацире Кириллов В. (5-мĕш кл.) 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Маттур, ачасем!
Саламлатпăр, вӗренӳре, ӗçре тата кулленхи пурнăçра çитӗнӳсем тума сунатпăр!
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Шимкусская средняя общеобразовательная школа» Янтиковского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих