Чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ

Чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ

     

«Кала, юлташ, мĕн хаклă саншăн

Хальхи пуян çак тĕнчере?» -       

Тесе ыйтсан сывламăп ассăн.      

Эп калăп пат: «Тăван чĕлхе!»      

Чăваш чĕлхи!                                

     Чӑваш Республикин Аслӑ Совечӗн Президиумӗн 1992 ҫулхи ака уйăхĕн 9-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн ака уйăхĕн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Ҫак кун чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекен Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ. Уява халалласа ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Тушкил пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ. Эрнене Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес тата Çемье çулталăкĕсене халалланă. Классенче «И. Я. Яковлев-чăваш патриархĕ», «Чăвашран тухнă палла çынсем», «Çут çанталăк–манăн тăван кил», «Çемье вăл- пурнăç чаракĕ» темăсемпе класс сехечĕсем иртрĕç. Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче 5-6-мĕш классем хушшинче «Манăн тăван тавралăх» вăйă-конкурс иртрĕ. Ачасем икĕ ушкăна уйрăлса тупăшрĕç.5-мĕш класра вĕренекен ачасем маттуртарх пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Çак кунах 7-8-мĕш классем хушшинче «Тăван Енĕм, савнă ен» мăн тытăçу иртрĕ. Ачасем валли тĕрлĕ ĕç пулчĕ. Вĕсен И.Я. Яковлев çинчен, вăл тунă чăваш алфавичĕ çинчен, Чăваш Республикинчи хуласемпе шывсем çинчен пĕлмелле пулчĕ. Çавăн пекех вĕсем чĕлхепе çыхăннă тĕрлĕ ыйту çине те хуравларĕç. 8-мĕш класра вĕренкенсем мала тухрĕç.

Фотогалерея