Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗ - пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунĕ

Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗ - пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунĕ

      Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнче тӑван чӗлхе кунне уявлать. Çак куна 1999-мĕш çулхи чÿк уйăхĕнче ЮНЭСКОн Генеральнăй конференцийĕн 30-мĕш сессийĕнче палăртма йышăннă. Чĕлхесене сыхласа хăварас, вĕсене çухалма парас мар тĕллевпе 2000-мĕш çултан уявлаççĕ. Çавна май, Тушкил пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта нарăсăн 21-мĕшĕнче 4-7–мĕш классенче «Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи», 8-11-мĕш классенче «Тӑван чӗлхе – халӑх чунĕ» темăсемпе калаçу иртрĕ. Ачасем тӑван чӗлхе кунĕн историйĕпе, тĕрлĕ чĕлхепе тĕплĕн паллашрĕç, чăваш чĕлхине ытти чĕлхесемпе танлаштарса тĕпчерĕç, чăваш чĕлхи çинчен çырнă сăвăсем вуларĕç. Шкул ачисем халăхăмăра çутта кăларнă И.Я.Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхемĕре упрама пиллесе хăварнине аса илчĕç. «Тӑван чӗлхе – халӑх чунĕ. Чӗлхе пӗтсен – халӑх пӗтет. Тӑван чӗлхене сыхласа хӑварасси, ӑна малалла аталантарасси – кашни ҫыннӑн тивӗҫӗ», - тесе пĕтĕмлетрĕç ачасем.