2024-мĕш çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче
Раççейри Çемье çулталăкне тата Тăван чĕлхе кунне халалласа Тушкил пĕтĕмĕшле
пĕлÿ паракан вăтам шкулти 4-мĕш класра вĕренекенсемпе «Аттепе анне-кил ăшши»
темăпа уçă урок иртрĕ. Çак урокăн тĕллевĕ - кил ăшшине чи паха пуянлăхпа танлаштарасси, тăван киле, атте-аннене,
асатте-асаннесене, кукамайсемпе кукаçисене юратас, хисеплес, тивěçлипе мухтанас
туйăма аталантарасси. Ачасем икĕ ушкăна пайланса тĕрлĕ
ĕç турĕç: атте-анне çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç, диалог
йĕркелерĕç, синквейн тата кластер мелĕсемпе ĕçлерĕç, ÿкерчĕç, панă
сăмахсене тĕрĕс вырнаçтарса предложенисем турĕç. Урок тухăçлă иртрĕ. Ачасем питĕ пултаруллă пулчĕç, хăйсен
ĕçне курса савăнчĕç.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Шимкусская средняя общеобразовательная школа» Янтиковского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих