«Уçă урок-2024» фестиваль иртрĕ

«Уçă урок-2024»  фестиваль иртрĕ

   Çулсеренех  районта  чăваш чĕлхи тата литература вĕрентекенĕсен „Уçă урок“ фестивальне ирттересси йăлана кĕчĕ.  Нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Тушкил пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен   «Уçă урок-2024»  фестиваль иртрĕ. Мероприятие Раççейри çемье тата   Чаваш Республикинчи  экологи çулталăкне халалланă.

    Тĕп тĕллевĕ – шкул ачисен вĕренÿ пахалăхне çÿлерех çĕклесси тата вĕрентÿре  çĕнĕ мелсемпе, меслетсемпе ĕçлекен вĕрентекенсен ăсталăхĕпе  паллашасси.

   Фестиваль тухăçлă иртрĕ, пуриншĕн те усăллă пулчĕ. Уроксен тата класс тулашĕнчи ĕçсен содержанийĕ пуян та кăсăклă, çĕнĕ технологисемпе, мелсемпе, ăслайсемпе тухăçлă усă курни палăрчĕ.

  Вĕрентекенсене малашне те фестиваль-конкурссене хутшăнса хăйсен ăсталăхне ÿстерсе пыма хавхалану сунатпăр, чĕлхемĕрĕн малашнехи кун-çулĕ вăрăм пуласса шансах пурне те саламлатпăр, малалла та тăрашса ĕçлеме  вăй-хал сунатпãр!

 

Фотогалерея