Савăнăçлă тĕл-пулу иртрĕ

Савăнăçлă тĕл-пулу иртрĕ

Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Тушкил пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăвашлăха упрас, ăна аталантарас тĕллевпе педагогика ĕçĕн ветеранĕпе, Сергеева Ольга Ивановнăпа тата чăваш çыравçисемпе  савăнăçлă тĕл пулу иртрĕ. Çыравçăсенчен пĕри – пирĕн ентеш, Сăхăтпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ - Лаврентий Иванович Данилов, тепри, унăн çывăх тусĕ, Ульяновскра пурăнакан Николай Николаевич Ларионов. Вĕсем чи малтанах шкул историйĕпе, тĕрлĕ стендпа паллашрĕç. Унтан хăнасем нумай пулмасть уçăлнă шкул музейĕнче пулчĕç, пысăк хак пачĕç. Экскурси хыççăн шкул ачисем  çыравçăсемпе тĕл пулма акт залне  пухăнчĕç. Сĕтелсем çинче - музейри пекех -  хăйсен  паха ĕçĕ-хĕлне çутатса паракан папкăсем, кĕнекесем, ал çырăвĕсем…

Чи малтанах Ольга Ивановна ламран лама,  ĕмĕртен ĕмĕре куçса пынă, пирĕн пата илсе çитернĕ, пирĕн тăван чĕлхе - чăваш чĕлхи çинчен нумай ăшă сăмах каларĕ. Чăвашлăха аталантарсси, тăван чĕлхене упрасси, юратасси кашни ачан тивĕçĕ пулнине пĕлтерчĕ. Л.И.Даниловпа Н.Н.Ларионов çыравçăсем хăйсен пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа кăтартрĕç, мĕн пĕчĕкрен литературăпа кăсăкланнине пĕлтерчĕç. Ачасем вĕсен  ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Çыравçăсем хăйсем çырнă сăввисене вуларĕç. Хаклă хăнасем хăйсемпе пĕрле илсе килнĕ ал çырăвĕсене, папкисене, кĕнекисене пирĕн шкул музейне парнелесе хăварчĕç. Çак тĕлпулу ачасемшĕн асăнмалăх юлĕ.

Фотогалерея