«Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ -2023» акцие хутшăнчěç

«Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ -2023» акцие хутшăнчěç

   Паян, ака уйǎхӗн 26-мӗшӗнче, Тăвай муниципаллă округăн Тушкил пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкулта вěренекенсем  «Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ - 2023» акцие хутшăнчěç. Унǎн тĕллевĕ – чǎваш чĕлхине юратма, упрама хавхалантарасси. Пĕтĕм чǎваш диктантне хутшǎнни пĕлӳ шайне тĕрĕслемелли  мел те пулса тǎрать. Кǎçалхипе тăххăрмěш çул иртрě вǎл. Диктанта  175  çул каялла çут тӗнчене  тǎван халǎха çутлǎх  парнеленӗ аслǎ вӗрентекенӗмӗре - Иван Яковлевич Яковлева халалланă. Халǎха çутта кǎлараканǎн пархатарлǎ ӗçне  чǎваш халǎхӗ  нихăçан та манмасть, мӗншӗн  тесен  унǎн вӗрентӗвӗ  чǎваш  çыннине   малалла утма  анлǎ çул хывма  пулǎшнǎ. Акцие хутшăннисене пурне те тав сǎмахĕ калатпăр, малашнехи пурнăçра ǎнǎçу сунатпǎр!


Фотогалерея