Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ

Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ

      Паян, ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Тăвай районне кĕрекен Тушкил пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Ку эрнене  чăваш халăхĕн сумлă Улăпĕ, Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине, Чăваш Республикинчи «Телейлĕ ачалăх» çулталăка халалланă. 5-8-мĕш классенче «И. Я. Яковлев- чăвашсене çутта кăлараканĕ» темăпа класс сехечĕсем иртрĕç, ачасем презентацисем, «Люди-легенды: Иван Яковлев» документлă фильм курчĕç. Иван Яковлевич чăваш ҫырулăхне шухăшласа кăлараканĕ, халăх вĕрентĕвĕн ертӳҫи, чăваш фольклорĕн тĕпчевҫи, букварьсемпе чăваш кĕнекисен авторĕ, тăлмачĕ, пĕрремĕш ача-пăча писателĕ пулнине вĕрентекен  тĕплĕн каласа кăтартрĕ. «И. Я. Яковлевăн кун-çулĕ вăрăм, йывăр, анчах та телейлĕ пулнă. Вăл чăваш халăхĕн йывăр пурнăçĕ çинчен нумай шутланă, вĕсене вĕрентесшĕн, çутта кăларасшăн пулнă, тăван халăхшăн питĕ нумай ĕç тунă»,- тесе пĕтĕмлетӳ турĕç ачасем.