2023 ҫул Чăваш Енре – хаваслă ачалах çулталăкĕ. Ӑна халалласа 4 класра «Ачалăх – пурнăç илемĕ» темăпа класс тулашĕнчи мероприяти иртрĕ. Ӑна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Лидия Петровна Морякова ирттерчĕ. Çыннăн пурнăçĕнчи кашни тапхăр, кашни çул, кашни кун, кашни утăм - пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кашни вăхăтăн хăйĕн илемĕ, хăйĕн йывăрлăхĕ, хăйĕн вăрттăнлăхĕ пур. Кун-çулăн кашни тапхăрне илемлĕ тума тăрăшмалла. Ачалăх темипе 4-мĕшсем синквейн çырчĕç, чăваш халăх юмахĕсене аса илчĕç, ăмăртмалла тупмалли юмахсен тупсăмĕсене каларĕç, кăсăклă ыйтусем сине хуравларĕç.
Ачалăх – çунатлă та савăнăçлă вăхăт. Апла пулсан та,
ачаранах пурăнма вĕренмелле, ăс
пухмалла, сывлăха çирĕплетмелле, кил-çуртра пулăшмалла, пĕр-пĕр юратнă ĕçпе
тăрмашмалла, ыррипе усаллине уйăрма пĕлмелле.