Чăваш тĕрри – ĕмĕр
сасси,
Пулни, иртни те
пуласси,
Пин-пин çулсен
тарăн йĕрри,
Асаннесен паха
тупри.
Чăваш
халăхĕшĕн тĕрĕ яланах пысăк мăнаҫлăх палли пулнă. Чăваш
тĕрри – тӑван халăхӑн сӗм авалтан упранса ҫирӗпленнӗ ал-ӗҫ йӑли, унăн
ăс-хакăлĕпе пуянлăхне, ĕҫченлĕхне сăнарлакан мул. Çав иксӗлми пуянлӑха упраса
хăварас тĕллевпе республикăра чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш тĕррин кунне паллă
тăваççĕ. Ҫак уява халалласа Тăвай районěнчи Тушкил пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкулта викторина, куравсем, класс сехечĕсем иртрěç. Мероприятисене хутшăнакансем чӑваш тӗрри ытти халӑх тӗррисенчен кӑткӑсрах иккенне, вӑл тӑван халӑхӑмӑрӑн чунне уҫса панине, халӑхӑн иртнӗ кун-ҫулне сӑнланине палăртрěç, чӑваш тӗррин илемлӗхӗпе, асамлӑхӗпе паллашрěç.Тӗрӗре чăвашăн чунӗ тесе ахальтен каламаççӗ-тӗр çав. Чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ сӑмса тутри-и вӑл е кӗпе-и – кашни хатӗрте хӑйӗн асамлӑхӗпе вӑрттӑнлӑхӗ пур. Ĕмĕрсем иртеççĕ
пулсан та чăваш тĕррин илемлĕхĕ паянхи кун та илĕртет. Çакăн йышши ĕç-пуç ачана мĕн пĕчĕкрен тăван халăх пуянлăхне – чĕлхемĕре, юрра, тĕрре, йăла-йĕркене юратма,
йăх-несĕлсене хисеплеме вĕрентĕ. Ачасем тӗрӗсен илемӗпе паллашнă май хӑйсен те тӗрлеме вӗренес кӑмӑл пуррине, мăн асаннесен, мăн кукамайсен туприне сыхласа,
упраса хăвармалли çинчен пĕлтерчĕç.