«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2022» акци иртрĕ

     Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Республикин мухтавлă ентешĕсен çулталăкне халалласа И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2022» акци ирттерчĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Диктант текстне паллă çыравçă, журналист, ăсчах, педагог Константин Петров çырнисем тăрăх йĕркеленĕ. Текст чăваш чĕлхине тĕнче уçлăхне çити çĕклесе чăваш халăхĕ пирки пĕтĕм тĕнчене пĕлтернĕ Улăпăмăр, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ Шуршăл ачи – Андриян Николаев летчик космонавт  çинчен. Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ -2022»  акцие Тушкил вăтам шкулти 9 вĕренекен хутшǎнма кǎмǎл турĕç. Вĕсене пурне те  тав сǎмахĕ калатпăр.