Ача-пăча вăййисене упраса хăварас, ачасене тăван чĕлхен
илемне, пуянлăхне туйма вĕрентес, çамрăксене халăхăмăрăн чи илемлĕ, чи паха
йăли-йĕркипе усă курса пăхса ÿстерес, вăйăсемпе вăйă сăвви-юррисем урлă ачасене
илемлĕ сăнарсемпе паллаштарас тĕллевпе пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче Тушкил
пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта
5-мĕш класра вĕренекенсем
«Ача-пăча вăййисем» композици лартса пачĕç. Ачасем 1-8-мĕш класра вĕренекенсене
тĕрлĕ вăйă выляса кăтартрĕç, юмах-халап, шÿтлĕ сăвă каласа тĕлĕнтерчĕç, ачасене
чăвашсен авалхи ача-пăча тумĕпе паллаштарчĕç. Ача-пăча вăййисем ачасене çирĕпленме, йышпа пурăнма, ăс
пухма, ĕçе хăнăхма вĕрентеççĕ. Вăйăсен пĕр пайĕпе çеç паллаштарма пултарчĕç
пиллĕкмĕшсем.. Çапах та чăваш халăхĕн ĕмĕртен килекен ăсĕ, чăтăмлăхĕ, çепĕçлĕхĕ
пурăнать вĕсенче. Вăл ачана пурнăçа ăнланма пулăшать, ăс-хакăла хускатать,
шухăшлава çивĕчлетет, чĕлхе пултарулăхне туптать, илеме туйма хăнăхтарать.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Шимкусская средняя общеобразовательная школа» Янтиковского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих