Ялан янра, чăваш сăмахĕ!
Çак çĕр çинче те уçлăхра.
Чăваш чĕлхи эрнин планĕпе килĕшÿллĕн, ака уйăхĕн 20 –мĕшĕнче Тушкил пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Чĕвĕлти чăваш чĕлхи» темăпа сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Унăн тĕллевĕ- ачасене тăван чĕлхене юратма вĕрентесси, чăваш чĕлхин хисепне, шайне çĕклесси. Сăвă вулама 5-8-мĕш классенче вĕренкенсем кăмăл турĕç. Малтанах Морякова Л. П. вĕрентекен конкурса хутшăнакан ачасене пурне те ăнăçу сунчĕ, хăй çырнă «Чăваш халăхĕн патриархĕ» сăвва каласа ачасене хавхалантарчĕ. Малалла ачасем чăваш поэчĕсен сăввисене уççăн янăраттарчĕç. Конкурс пĕтемлетĕвĕ тăрăх, 5-6 кл. хушшинче пĕрремĕш вырăна Кириллов В. (6 кл.) тухрĕ, иккĕмĕш вырăнта- Григорьева Е. (5 кл.), виççĕмĕш вырăнсенче–Ефимов А. (6 кл,), Семенова Д. (5 кл.);и7-8-мĕш классем хушшинче пĕрремĕш вырăн Васильева Р. (8кл.) йышăнчĕ, иккĕмĕш вырăнта Волков Н. (6 кл.), виççĕмĕшĕнче – Шусева К. (8 кл.)