Паян, ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче,чăваш чĕлхи
эрнине халалласа Тушкилти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта тĕрлĕ мероприяти
иртрĕ. 5-6-мĕш классем хушшинче «Çак çĕре эсир пĕлетĕр-и?» вăйă-конкурс иртрĕ. Вăйăра чăваш чĕлхипе, литературипе,
тăван ен культурипе çыхăннă ыйтусем пулчĕç.5-6-мĕш классем хушшинче 31 балл
пухса улттăмĕшсем çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. 7-8-мĕш классем хушшинче „Аслă патриарх
кун-çулĕн йĕрĕпе“ викторина пулчĕ. Вĕренекенсем „Чăваш ачисем“ (7 кл.)
тата „Çăлтăрсем“(8 кл.) ушкăнсем çине
пайланса тĕрлĕ ĕç турĕç: ваттисен сăмахĕсене вĕçлерĕç, фразеологизмсен
пĕлтерĕшне тупса вырăсла куçарчĕç, пĕр-пĕрне тупмалли юмахсем пачĕç,
логогрифсен хуравĕсене тупрĕç, И. Я. Яковлевпа, чăваш çырулăхĕпе çыхăннă
ыйтусем çине хуравларĕç. Малти вырăна "Çăлтăрсем“(8 кл.) ушкăн тухрĕ,
саккăрмĕшсен хуравĕсем туллинрех те тĕрĕсрех пулчĕç. Çак кунах 9-10-мĕш классем
хушшинче «Мĕн?Аçта?Хăçан?» ăс-тăн вăййи пулчĕ. Ку тупăшура 10-мĕш класра
вĕренекенсем çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.