Тушкилти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ

Тушкилти пĕтĕмĕшле  пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхи  эрни пуçланчĕ

     Паян, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Тăвай районне кĕрекен Тушкил пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан вӑтам шкулта чӑваш чӗлхи эрни пуҫланчӗ. Ăна пирĕн республикăна чапа кăларнă тĕнчипех паллă çынсем çинчен тěплěнрех пĕлес, вĕсен пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тата тивĕçлипе мăнаçланас, тăван ен историйĕпе культурине тĕпчес  тěллевпе тата И. Я. Яковлев çуралнăранпа  174 çул çитнине халалланă. Эрнен пĕрремĕш кунĕнче Тушкил вăтам шкулĕн 4-11-мĕш классенче вĕренекенсемпе «И. Я. Яковлев-чăвашсене çутта кăлараканĕ», «А. Г. Николаев-чăваш кăйкăрĕ», «В. И. Чапаев- граждан вăрçин легендарлă геройĕ», «К. В. Иванов-чăваш литературин классикĕ», «Çеçпĕл Мишши- чăваш поэзийĕн никĕсне хываканĕ», «В. К. Кузьмина-СССР халăх артистки» темăсемпе класс сехечĕсем иртрĕç. «Чăваш енĕн мухтавлă çыннисемпе эпир мухтанатпăр, вĕсенчен тĕслĕх илсе пырăпăр»,-тесе пĕтĕмлетÿ турĕç ачасем.