Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕ – чăваш тĕррин кунĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çирĕплетнĕ указпа килĕшÿллĕн паян, чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕ – чăваш тĕррин кунĕ. Çак куна ахаль суйламан. Шăпах çак кун 1914 -мĕш çулта паллă тĕрĕ художникĕ Екатерина Ефремова  çуралнă. Вăл чăваш халăхĕн тĕрĕ ÿнерне аталантарма нумай тăрăшнă.

Чÿк уйăхĕн 26 – мĕшĕнче Тушкилти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 6 -мĕш класра вĕренекенсемпе чăваш тĕррин кунне халалланă уяв иртрĕ.

Чи малтанах  класс ертÿçи чăваш тĕррине мĕнле тĕспе усă курса тĕрленине, кашни тĕс мĕне пĕлтернине ăнлантарчĕ, тĕррĕн уйрăмлăхĕсемпе паллаштарчĕ.Чăваш тĕррине çипе шутласа тĕрлени, çĕвĕсем тĕрлĕрен пулни çинчен ачасене тĕплĕн каласа пачĕ.

 Унтан ачасем хăйсен килĕсенче те паянхи кунччен те чăваш тĕррисем упранса юлни пирки каларĕç.Кашниех амăшĕ, кукамăшĕ е асламăшĕ тĕрленĕ ÿкерчĕксене кăтартрĕç, вĕсем çинчен каласа пачĕç. Ĕмĕрсем иртсен те чăваш тĕррин илемлĕхĕ çухалманнине ăнланчĕç. Тĕрĕсем пире халĕ те хăйсен илемĕпе тĕлĕнтернине, савăнтарнине, çак илем такам чунне те канăçтарма пултарнине, куçа илĕртнине туйса илчĕç. Уявра ачасем «Илемлĕ» юрра шăрантарчĕç, сăвăсем каларĕç.

«Пирĕн, çамрăк ăрăвăн, кашни çĕвве, эреше сыхласа хăварассишĕн тĕрăшмалла, вĕсенчен тĕслĕх илсе чăваш тĕррине малалла аталантармалла»,- терĕç пĕтĕмлетсе улттăмĕшсем.