Асамлă чăваш тĕрри

«Чăваш халăхĕн çĕр пин сăмах,

çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ»

И.Я.Яковлев,

чăваш халăх патриархĕ.

 

       Чăваш Республикин пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе Чăваш тĕррин кунне йĕркеленĕ. Ӑна чӳкĕн 26- мĕшĕнче паллă тума йышăннă.

       Çак куна халалласа 2-мĕш класра класс сехечĕ иртрĕ. Ачасем ĕмĕрсем витĕр пирĕн пата çитнĕ çыру паллисемпе, хамăр тăрăхри чăвашсен тумĕпе паллашрĕç.

       Тĕрлесси – ал ĕçĕн чи паллă тĕсĕ. Чăваш хĕрĕ-арăмĕ – пурте тĕрленĕ. Чăваш кил-йышĕнче хĕр ачасене 6-7 çултах тĕрлеме вĕрентнĕ. 12-14 çула çитнĕ тĕле вĕсем чăваш тĕррин мĕнпур вăрттăнлăхĕсене вĕренсе çитнĕ, хăйсем тĕрĕсем шухăшласа кăларса тĕрлеме пултарнă.

       Чăваш тĕрри ытти халăх тĕррисенчен кăткăс, илемлĕ пулнипе, çип шутласа тĕрленипе уйрăлса тăрать. Ĕлĕкхи вăхăтра чăваш тĕрĕ ăстисем тĕрленĕ чухне 30 ытла çĕвĕпе тата çĕвĕсен 40-е яхăн тĕсĕпе усă курнă. Халăхра çапла калаççĕ: «Чăваш тĕрри çыруллă». Тĕрĕсем çинчи эрешсене «вулама» пĕлсессĕн тĕрĕçĕ мĕн каласшăн пулнине пĕлме пулать. Вĕсем çынсене, чĕр чунсене, карапсене, йывăç-курăка пĕлтернĕ. Хĕвеле, çăлтăрсене, шыва, вут-çулăма пуç çапнине пула чăваш тĕрринче çак паллăсем чи малти вырăнта пулнă. Авалхи чăвашсем хăш-пĕр тĕрĕсенче тĕнче тытăмне хăйсем мĕнле курнине ăнлантарса пама тăрăшнă.

       Чăваш тĕррине ытларах шурă пир çине тĕрленĕ. Çипписем çут çанталăкри тĕссене çывăх пулнă. Ĕлĕк çипсене тĕс кĕртме тĕрлĕрен курăкпа, çулçăпа, йывăç хуппипе усă курнă. Ҫуркунне-ҫулла хӗрарӑмсем пӗветмелли курӑксем пухнӑ, вӗсен тымарӗсене кӑкла-кӑкла илнӗ.

        Хальхи вăхăтра чăваш тĕрри тĕнчипе чапа тухнă. Евгения Жачева, Валентина Минеева, Татьяна Шаркова пек чаплă тĕрĕçсем тăрăшнипе авалхи тĕрĕ паллисем паянхи кун та «пурăнаççĕ». Альгешри «Паха тĕрĕ» фабрика ĕçченĕсем чăваш тĕрриллĕ кĕпе-тумтире сцена ăстисемпе модельерсем валли çеç мар, ахаль çынсем валли те ăсталаççĕ.

       Ĕнерхи паянхипе, паянхи ыранхипе тачă çыхăннă. Ҫак çыхăну пулман пулсан, аваллăх çинчен пĕлмесен çĕр çинчи пурнăç çав тери хуллен аталанĕччĕ.