Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Шимкусская средняя общеобразовательная школа» Янтиковского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих
Кĕрхи бал
Йывăçсем çуллахинчен те илемлĕрех. Кашни йывăç хăйĕн сăнĕпе палăрса тăрать. Аякранах уйăрса илетĕн: сап-сарă хурăн, юман, хĕп-хĕрлĕ ăвăс, вĕрене, çуллахи пекех сип-симĕс чăрăш, хыр. Ҫак илемлĕ, капăр тапхăра палăртса 2-мĕш класра «Кĕрхи бал» иртрĕ. Ачасем кĕр вăхăтĕнчи çут çанталăка, тавралăха сăнлакан сăвăсем каларĕç, ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç, тĕрлĕ конкурссенче ăмăртрĕç. Кĕркунне тăрантарать. Улма-çырла, пахча çимĕç, тыр-пул — пурте кĕркунне çитĕнсе çитет. Ҫав пуянлăха алла илес тесен çуркунне те, çулла та тăрăшса ĕçлемеллине те палăртрĕç ачасем. Уяв пурин кăмăлне те кайрĕ. Уяв ачасен çут çанталăка юратас, сăнас тата упрас туйăма ӳстернине шанас килет.