Паян, апрелĕн 25-мĕшĕнче, пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ чăваш чĕлхи кунне уявлать. Çак кун чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ И. Я. Яковлев çуралнă. Уява ахальтен мар ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Аслă Атăл пек шăнкăртатса юхакан чĕлхепе паян пĕр миллион çурă чăваш калаçать.
Çак уява паллă тума Тушкил шкулĕнче вĕренекен ачасем те айккинче юлмарĕç.
«И. Я. Яковлев калавĕсене пĕлетĕр-и?» ятпа 5 –мĕш класра вĕренекенсемпе Zoom платформăра урок иртрĕ.
Çак урокăн тĕллевĕ: И.Я.Яковлев пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çывăхрах паллаштарасси, унăн ача-пăча валли çырнă калавĕсене аса илесси, чăваш халăхне çутта кăларнă çын мăнаçлăхне туйтарасси.
Урокра ачасем малтанах И.Я.Яковлев пурнăçĕпе,пултарулăхĕпе паллашрĕç.Аслă вĕрентекенĕмĕр çырнă ача-пăча калавĕсене вуларĕç,содержани каласа парса тĕрлĕ ĕç турĕç. И. Яковлев ҫырнӑ илемлӗ хайлавсене вуласа ачасем кашнин мӗн пӗчӗкрен ашшӗ-амӑшне, пӗр-пӗрне хисеплеме пĕлмеллине, ватăсене лайӑхрах пӑхса тимлӗх уйӑрмаллине, çынра тĕрĕслĕхпе чыслăх пулмалли çинчен каласа хăварчĕç.