Паян, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2020» акци иртрĕ. Тушкилти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулти ачасем те унта хастар хутшăнчĕç,21 ача диктант çырса хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç.
Акцие Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ йĕркеленĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Задачисем: тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тăван чĕлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси; чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси; чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.
Кăçалхи çул вĕренекенсем диктанта унчченхи пек класра ларса мар, килсенче Чăваш наци радиовĕ итлесе çырчĕç. Юрий Скворцов хайланă «Уках хурăнĕ» повесть тăрăх йĕркеленĕ текст йывăрах пулмарĕ.
Диктант çырма кăмăл тунă ачасене саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр!