Тушкилти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта дистанци мелĕпе чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ

 Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе,

  Эс чи пахи,эс—чун уççи!

  Тăван чĕлхе-ĕмĕрлĕхе,

  Пин чĕлхерен чи çепĕççи!

 

Тăван чĕлхемĕрçĕм…Асаттесен пилĕ,асаннесен тупи,кукамайсен пехилĕ,кукаçейсен тилмĕрĕвĕ,анне юрри, атте ÿкĕчĕ,аппа такмакĕ, пичче вĕрентĕвĕ,шăллăм тавĕ,йăмăкăн ачашлăхĕ,хурăнташсен, кÿршĕсен ырă кăмăлĕ....Шухăшлатăн та тĕлĕнетĕн.Мĕнле тарăн пĕлтерĕшлĕ çак икĕ сăмах!Мĕн тери илемлĕ те хăватлă,мăнаçлăн янăрать пирĕн чĕлхе!

 Ака уйăхĕн 20-ĕшĕнче Тушкилти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта дистанци мелĕпе чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ.Эрне тăршшĕнче тĕрлĕ ĕç тума палăртнă.Вĕсене кăçал Чăваш автономийĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул, Тăван çĕр-шывăн  аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине халалланă.Эрнен пĕрремĕш кунĕнчех 5,11-мĕш класра вĕренекенсемпе  Zoom платформăра «Тăван чĕлхе-чи çепĕççи,чи янăравли» темăпа калаçу иртрĕ.

«Тăван чĕлхе пирĕн чун-чĕрере атте-анне пек, тăван пек ялкăшса тăрать.Тăван чĕлхене лайăх пĕлни тепĕр чĕлхене вĕренме,ăнланма пулăшать.Хăйĕн тăван халăх чĕлхине пĕлмелле,манса каймалла мар!»-тесе пĕтĕмлетрĕç вĕренекенсем.