Шкул ачисем каникул хыççăн çĕнĕлле вĕренме тытăнчĕç. Вĕсем яланхилле партăсем хушшинче мар, компьютер умне ларса çĕнĕ вĕренӳ чĕрĕкне пуçларĕç. Ытти шкулсенчи пекех Тушкилти вăтам шкулти классенче те, коридорта та шăплăх хуçаланать. Шкул ачисем дистанци мелĕпе вĕреннине кура çак шкулти вĕрентекенсем Интернет уçлăхĕнчи тĕрлĕ платформăпа усă кураççĕ. Тĕслĕхрен: "Электронлă шкул", «ЯКласс», «Zoom» тата ытти те.
Федерацин патшалăх вĕренӳ стандарчĕпе килĕшӳллĕн ачасен хутшăну компетенцине килте вĕреннĕ хушăра та аталантармалла. «Zoom» платформа вара ушкăнпа ĕçлеме питĕ меллĕ. Кунта ачасемпе чĕрĕ çыхăнуллă калаçу тума пулать.
Çак çĕнĕ мелпе Морякова Л.П. асăннă шкулти 11-мĕш класра вĕренекенĕсемпе ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче пуçласа тăван литература урокĕ ирттерчĕ,килте ларакан ачасемпе çыхăнăва тухса вĕсене çĕнĕ пĕлӳпе пуянлатрĕ. Ачасем «Zoom» платформăра ĕçлеме питĕ килĕшнине пĕлтерчĕç. Кашни урок вара йĕрке тăрăх 30 минут хушши пырть.
Çакăн йышши хăнăхăва алла илме,паллах, тӳрех çăмăлах мар. Ытти классенче вĕренекенсене те «Zoom» платформăра вĕрентессипе ĕçлес тетĕп. Ачасем хăнăхса пырасса шанас килет.