Чăваш чĕлхине аталантарас, ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхе илемне туйма вĕрентес, хăйсен пултарулăхне малалла аталантарма хăнăхтарас тĕллевпе 1-4, 5-8-мĕш классем хушшинче «Янăра,чăваш чĕлхи!» сăвă калакансен конкурсĕ иртрĕ. Шăнкăр-шăнкăр çăл куç пек янăратрĕç ачасем чăваш поэчĕсен сăввисене. Пуçламăш классенчен 16 ача кăмăл турĕç çак конкурса хутшăнма. 4-мĕш класра вĕренекен Антонова Н. «Эп - чăваш ачи» сăвва питĕ илемлĕ вуларĕ, çĕнтерÿçĕ ята илме тивĕçлĕ пулчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Ефимов А. (3-мĕш кл.), виççĕмĕш вырăнсенче - Сергеева К.па (4-мĕш кл.) Иванова Ю. (2-мĕш кл.). 5-8-мĕш классенчен 10 ача хутшăнчĕ. 7-мĕш класра вĕренекен Шусева К. П. Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăввине пултаруллă вуларĕ, малти вырăна тухма пултарчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Ваильева Р. (5-мĕш кл.), Иванов М. (7-мĕш кл.), Селиванов Д.(6-мĕш кл.)
Мала тухнă ачасене саламлатпăр!