Тушкилти пěтěмěшле пěлÿ паракан вăтам шкулта тăван чěлхе кунне халалланă эрне малалла пырать.
Ачасен пултарулăхне,чĕлхе илемлĕхĕпе пуянлăхне туйма, анлă пĕлӳллĕ, пысăк тавра курăмлă пулма вĕрентес тĕллевпе нарăс уйăхӗн 15-мӗшӗнче Тушкилти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта 6 класра вӗренекен ачасем хушшинче «Тăван чěлхе - чăваш чěлхи» ăс-тăн вăййи иртрĕ.. Çивĕч кĕрешÿре чи нумай балл пухса пĕрремĕш вырăна Кузьмин Сергей тухрĕ, 2-3-мĕш вырăнсене Иванов Ростиславпа Селиванов Димитрий пайларĕç.
Çак кунах 7-мĕш класра «Пирĕн пултарулăх» темăпа вăйă-викторина пулчĕ . Ачасем икĕ ушкăна пайланса тупăшрĕç. Хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне тăван чĕлхепе - чăваш чĕлхипе - кăтартса пама пултарчĕç вĕренекенсем. 12,5 балл пухса «Çăлтăрсем» ушкăн çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ, иккĕмĕш вырăнта -«Чăваш ачисем».
«Тӑван чӗлхе-тӑван халӑхӑн нихӑҫан иксĕлми ӑс-тӑн çӑл куҫӗ. Çак çӑл куҫран эпир мĕн ачаран тумламӑн-тумламӑн пӗлӳ илсе ӳсетпӗр. Тăван сасăран, тӑван чӗлхерен пирĕн ăс-хакăл, чун-чĕре вăй-халӗ, кӑмăл никӗсӗ аталанма пуҫлать»,-тесе пĕтĕмлетÿ турĕç вăйăсене хутшăннă ачасем.
Малти вырăнсене тухнă ачасене саламлатпăр!