Нарăсăн 21-мĕшĕ - пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунĕ

Нарăсăн 21-мĕшĕ- пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунĕ. Ку уява ЮНЕСКО 1999 çулта иртнĕ 30-мĕш Генераллă канашлăва пĕтĕмлетнĕ май çирĕплетнĕ, 2000 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче вара пĕрремĕш хут уявланă. Уява чĕлхесен тата культурăсен нумай енлĕхне упраса хăвармашкăн йĕркеленĕ.

      2019 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕнче «Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи» ятпа уçăлчĕ Тушкилти  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта  Тăван чĕлхе кунне халалланă эрнелĕх.Уява ертсе пыраканĕ 11-мĕш класра вĕренекен Ираида Якимова пулчĕ. Чи малтанах Чăваш Республикин гимнĕ янăрарĕ. Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ  Л. П. Морякова  ĕç планĕпе, хăш кунта мĕнле ĕçсем пулса иртессипе паллаштарчĕ.  Палăртнă ĕçсене хутшăнса çитĕнÿсем тума сĕнчĕ вĕренекенсене. Ачасем тăван чĕлхе илемлĕхĕ, пуянлăхĕ пирки, ăна упрассипе аталантарасси çинчен сăвăсем каларĕç.