Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ - аслă ăрури çынсен кунĕ

                                       Çамрăклăх пĕрре килет,

                                       Ватлăх та çапла килет.

                                       Пурнăç çулĕ вăрăм тет.

                                       Ĕмĕрсемĕр тĕрлĕ тет.

         «Ĕмĕр ĕмĕрлесси – уй урлă каçасси мар»,- тенĕ ваттисем. Çапла, пурнăçра темĕн те пулать, унăн хăйĕн йĕрки, шăпа пÿрни те тĕрлĕрен.

        Аслă ăрури çынсене тимлĕх уйăрас, ырă сăмахпа чунĕсене ăшăтас тĕллевпе 4-мĕш класс ачисем Тушкилти ваттисен çурчĕнче пулчĕç. Ачасем ватăсене хавхалантаракан юрăсем чăвашла та, вырăсла та юрларĕç, сăвă каларĕç, пĕчĕк парнесем пачĕç. Хăйсемпе пĕрле ватăсем те юрланишĕн савăнчĕç. Ватăсем ачасене тав турĕç, татах та килме ыйтрĕç. «Сывлăхăра упрăр, ватлăх кунĕсем лăпкă пулччăр», - тесе уйрăлчĕç ачасем.