Сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ

       «Тăван чĕлхене лайăх пĕлекен ытти чĕлхесене те юратса вĕренет, хисеплет. Тăван çĕр-шыва юратасси те тăван чĕлхерен пуçланать», - тесе çырнă чăвашсен паллă писателĕ Георгий Ефимов.  

     2018-мĕш çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Тушкилти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе» ятпа  сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Конкурса пултаруллă ачасене пулăшас, тăван чĕлхемĕре малалла упраса аталантарас тĕллевпе тата  Чăваш чĕлхи эрнине халалласа йĕркелерĕмĕр. Ăмăртура  2-11 класра  вĕренекенсем  чăваш поэчĕсен сăввисене илемлĕ вулассипе тупăшрĕç.Вĕсене виçĕ ушкăна пайласа  хакларăмăр: пуçламăш, вăтам, аслă. 3-мĕш класра вĕренекен Н.Волков О. Алексеева çырнă «Тавтапуç Яковлева!»  сăвва пăхмасăр  калани пурин кăмăлне те кайрĕ. Вал çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Е.Захаровăпа А.Ефимов(2-мĕш класс) 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене пайларĕç.Вăтам ÿсĕмри ачасем хушшинче 5-мĕш класра вĕренекен Д. Селиванов хăй çырнă «Иван Яковлева» сăвва вуласа куракансене савăнтарчĕ,1-мĕш вырăн йышăнчĕ.Р. Ивановпа А.Краснов(7-мĕш класс) 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç.Аслă ÿсĕмри ачасем хушшинче  Петрова Мария (9-мĕш  класс) Анатолий Юманăн  «Таврăнни» сăввине  пултаруллă вуласа мала тухрĕ.К.Исаева,(9-мĕш класс) Ф. Алексеева(11-мĕш класс) 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене тухрĕç.Мала тухнă ачасене саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр!