Чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче иккĕмĕш тата виҫҫĕмĕш классем Тăвайри Культура ҫуртне «Ылтăн автан» спектакль кайса курчĕҫ. Чăваш патшалăх Ҫеҫпĕл Мишши ячĕллĕ ҫамрăксен театрĕн артисчĕсем ачасене савăнăҫ кӳчĕҫ, сăмах искусствин сăнарлăхĕпе илемне кăтартса пачĕҫ. Юмах ачасене воспитани парас енчен пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл ачасен кăмăл-сипет туйăмĕсене аталантарать, ырăпа усала, лайăххипе япăххине, тĕрĕслĕхпе тӳрĕлĕхе курма вĕрентет, шухăшлава аталантарать. Ачасем юмахри геройсемпе пĕрле савăнчĕҫ, хурланчĕҫ, пăшăрханчĕҫ. Ҫăткăнлăх, сĕмсĕрлĕх кăмăлăн начар енĕсем пулнине, ăшă сăмах ырă туйăмсем ҫуратнине ăнланчĕҫ.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Шимкусская средняя общеобразовательная школа» Янтиковского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих