«Камăн миллионер пулас килет» ăс-тăн вăййи

 Кашни çын ашшĕ-амăш чĕлхине, тăван халăх историне, йăли-йĕркине, литературине лайах  пĕлме тивĕç. Хăй кам пулнине, хăш халăхран  тухнине маннă çын тымарсăр йывăç пекех.  Çакна пирĕн яланах асра тытмалла. Çак тĕллевпе ака уйăхĕн 29 - мěшěнче 10-мĕш класра  вĕренекенсем хушшинче «Камăн миллионер пулас килет» ăс-тăн вăййи  иртрĕ.  Кунта  тăван культура, литература, чĕлхе ыйтăвĕсем тата Чăваш патшалăх символикипе çыхăннă ыйтусем  пулчĕç. Вăййа ачасем пысăк хастарлăхпа  хутшăнчĕç. Чи маттурри вара Инесса Николаева пулчĕ. Саламлатпăр ăна! Вĕренÿре çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх сунатпăр.