Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Тушкилти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Илемлĕ, илемлĕ…» юрăпа Чăваш чĕлхи эрнине халалласа концерт пуçланчĕ. Кĕçĕн класра вěренекенсем «Кукаçипе куками», «Асамат кĕперĕ» юрăсемпе, хăйсен хаваслă ташшисемпе куракансене савăнтарчěç.
Аслăраххисем вара чăваш чěлхи епле илемлĕ те асамлă пулнине хăйсен янăравлă сассисемпе юрăсем юрласа пачĕç, чăваш çи-пуçĕ тăхăннă ачасем хăйсен ташшисемпе тыткăнларĕç.
Уява А.Яковлевăпа (9-мĕш класс) А.Романова (10-мĕш класс) ертсе пычĕç.
Тăван чĕлхене халалланă уяв пурне те килĕшрĕ, савăнăç, хавхалану кÿчĕ,
концерт пирӗн чӗлхе мӗн тери янӑравлӑ та ҫепӗҫ пулнине кӑтартса пачӗ.