Ака уйăхĕн 25 – мĕшĕ – Аслă вĕрентекенĕмĕр, чăваш çырулăхне пуçарса янă И.Я.Яковлев çуралнă кун. 1992 çултан пуçласа çак куна Чăваш чĕлхи кунĕ тесе уявлаççĕ. Кăçал ăна йышăннăранпа 25 çул çитрĕ.
Паян Тушкилти вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенсем ачасене чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, «Халалĕпе» паллаштарчĕç. Çавăн пекех ачасем «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ-культура вучахĕ», «Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе», «И.Я.Яковлев мăнукĕсем» ятлă презентацисем пăхрĕç.
«Чăвашсене çутта кăларакана, пирĕн Аслă Вĕрентекенĕмĕре çулсем-ĕмĕрсем иртсен те манмалла мар! Унăн ячĕ вилĕмсĕр, ĕçĕсем чаплă та мухтавлă!»- çапла пĕтĕмлетÿ турĕç шкул ачисем.