Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Тушкилти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ.Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенсем линейкăра ачасене эрнелĕх планĕпе паллаштарчĕç, палăртнă мероприятисенче тата хастартарах пулма сĕнсе хăварчĕç.
Çак кунах шкулта «Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ-2017» акци пулса иртрĕ. Çак мероприятие Чǎваш патшалǎх гуманитари ǎслǎлǎхĕсен институчĕ, Чǎваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чǎваш наци телерадиокомпани, И. Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУпа И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ, Чăваш наци конгресĕ йĕркеленĕ. Унǎн тĕллевĕ – чǎваш чĕлхине юратма хавхалантарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси,
чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси,чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси.
Пĕтĕм чǎваш диктантне хутшǎнни хǎвǎн пĕлÿ шайне тĕрĕслемелли мел те пулса тǎрать. Кǎçалхипе пиллĕкмĕш çул иртет вǎл.
«Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ -2017» акцие шкулти 11 вĕренекен хутшǎнма кǎмǎл турĕç. Вĕсене пурне те тав сǎмахĕ калас килет. Лайǎх паллǎсем илме ǎнǎçу сунатпǎр!