Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ

Килчĕ ырă çуркунне,

  Килчĕ ячĕ ăшăтса…

  Çуркуннепе пĕрле чи çепĕç уявсенчен пĕри - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ çитет. 

  «Хаклă аннесем, асаннесемпе кукамайсем, хĕр ачасем! Сире çывхарса килекен çак çутă уявпа чун-чĕререн саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр» - пуçларĕç кĕçĕн классем хушшинче  иртекен мероприятие 5-мĕш класра вĕренекен Максим Ивановпа Иустиния Матвеева.

Чи малтан хĕр ачасен ушкăнĕ «Мама» юрăпа илемлĕ ташă ташласа пачĕ.

  Унтан тĕрлĕ конкурссем иртрĕç:

-Çуркунне çинчен тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупасси;

-Анне килте мĕн тăвать? – пантомима;

-Аннесене илемлĕ сăмахсемпе сăнарласси;

-Сăвă конкурсĕ.

  Конкурссене ачасем активлă хутшăнчĕç. Вĕсене ертсе пыракансем  пылак çимĕç парса хавхалантарса пычĕç.

 Çавăн пекех анне çинчен хывнă çепĕç  юрă-кĕвĕ илемлетрĕ уява. «Мама- мамочка», «Мама, всегда будь со мною рядом», «Март в окошко –тук-тук-тук» юрăсем хитре янăрарĕç.  Максим Ивановпа Кирилл Кириллов  чуна пырса тивмелле юрласа саламларĕç асламăшĕсене. Пурне те килĕшрĕ  уяв ячĕпе ирттернĕ мероприяти.