Пĕрремӗшсем букварьпе сывпуллашрĕҫ

Пурнăҫра пĕтĕмпех  пĕчĕкрен пуҫланать: пĕрчĕрен – ҫăкăр, пайăркаран – хĕвел, кирпĕчрен – пӳрт, пĕлӳ вара – пĕрремĕш кĕнекерен. Пĕрремĕш кĕнеке сас паллисемпе паллаштарать, вулама, ҫырма, ырăпа усала уйăрма, пĕр-пĕринпе туслă пулма вĕрентет. Пĕрремĕш класс ачисем хăйсен ырă тусĕпе – Чăваш букварĕпе - сыв пуллашрĕҫ. Букваре халалланă уявра ачасем сăвăсем каларĕҫ, юрларĕҫ, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тавҫăрчĕҫ, ваттисен сăмахĕсене вĕҫлерĕҫ, тĕп сăнарсем тăрăх юмах ячĕсене пĕлчĕҫ. Уява килнĕ Наянкка сас паллисемсĕр те пурăнма пулать тесе ĕнентересшĕн пулчĕ, анчах ачасем унпа килĕшмерĕ=, ёна та шкула ҫӳреме сĕнчĕҫ, вулама пĕлни кĕнекесен тĕнчин алăкне уҫни ҫинчен ăнлантарчĕҫ. Ачасем хăйсен пĕрремĕш кĕнекине тав сăмахĕсем каларĕҫ, малалла та пĕлӳ тĕнчи тăрăх ҫирĕп утма, ытти кĕнекесемпе те туслă пулма шантарчĕҫ.