Ҫул-йӗр хăрушсăрлăхӗ ҫинчен изложени ҫырчӗҫ

Вӗренӳ ҫулĕн юлашки кунĕсенче Тушкил шкулĕнчи 6-мĕш классем «Руль алăра чух» ятлă изложени ҫырчӗҫ. Ҫак изложени тексчӗ ачасене велосипедпа ҫӳренӗ чух ҫул-йĕр правилисене асра тытма, вĕсене пăхăнма кирлине асăрхаттарать. Велосипед ҫинчи шкул ачи сул-йĕр правилисене пĕлни ҫул ҫинче инкек пулассинчен сыхлать, мĕншĕн тесен хăрушсăрлăх правилисене асра тытса пурнăҫласа пырсан кăна хăнăху ҫуралать.

Изложени ҫырма пуҫличчен 6-мĕшсем инкек сăлтавĕсене каласа тухреҫ, хăрушсăрлăх правилисене аса илчĕҫ. Ҫул ҫинче пăтăрмах, инкек-синкек сиксе ан тухтăр тесен кашни ҫыннăн правилосене пĕлмеллине, ҫул ҫитмесĕр транспорт ҫине лармалла маррине палăртрĕҫ те пĕтĕм класпа изложени текстне ҫырчĕҫ, асăрхаттарусем хушрĕҫ.