Ачасем Владимир аттепе тӗл пулчӗҫ

       Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче 4-мĕш класра вĕренекенсем Тушкилти Çветтуй  Аслă княç Владимир ячĕпе хăпартнă чиркÿ настоятелĕпе Владимир иерейпа тĕл пулчĕç. Тĕл пулу ял поселенийĕн библиотекинче иртрĕ. Пачăшкă ачасене çывхарса килекен уяв (Мăн кун) çинчен каласа пачĕ. Иерей Владимир калаçăвĕнчен ачасем Мăн кунра чăх  çăмартине мĕншĕн хĕрлĕ тĕспе сăрланине, унпа пĕр-пĕрне хăналанине  пĕлчĕç. Священник куличпа пасха (тăпăрчран пĕçернĕ çимĕç) Мăн кун çимĕçĕсем пулни çинчен те пурне те ăнланмалла каласа кăтартрĕ. Ачасем те  ыйтусем пачĕç.Юлашкинчен Владимир атте кашни ачана Сергий Радонежский иконне парнелерĕ.

      «Православи культурин никĕсĕсем» предмета вĕреннĕ май асăннă тĕл пулу ачасемшĕн питĕ усăллă. Вăл вĕренекенсене ырă чунлă пулма вĕрентет.