«Чăваш тĕнчи» ăс-хакăл конкурсĕ

„Аннÿ чунĕ евĕр çемçе чĕлхене

                                                                                         Ан манăр, чăваш ачисем, ĕмĕрне!

                                                                                                                           (В.Шемекеев)

     Çакăн пек эпиграфпа Турикас Тушкилти пĕтĕмĕшле  пĕлÿ паракан  вăтам  шкулта  чăваш чĕлхи кабинетĕнче «Чăваш тĕнчи»  ăс-хакăл конкурсĕ иртрĕ.  5-9 классенче вĕренекен пĕрер ача хăйсен класĕн чысне 7 тĕрлĕ ăмăрту витĕр тухса хӳтӗлерӗ. Кутăнла диктант çырасси,чӑваш символӗсене пӗлесси, чӗлхе çинчен калакан каларӑшсем тупасси, Чӑвашри пултаруллӑ çынсене портрет тӑрӑх палласси, тырӑ пӗрчисене уйӑрса илесси, чӗлхе терминĕсене ăнлантарасси, çĕр-шыв пĕлекен 7 чăваша професси тӑрӑх ăнланса илесси ачасемшӗн çӑмӑлах пулмарӗ. Ӑслă та  тавçӑруллӑ, чӑвашлӑха юратса нумай пӗлме ӑнтӑлакан ачасене вара ӑнӑçу кӗтрӗ. Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн теме пултараканĕ вара 9-мĕш класра пĕлÿ пухакан Николаева Инесса пулчĕ. Моряков Максимпа (6 кл.) Якимова Ирина (8 кл.) та чăваш тĕнчине аван пĕлнине кăтартса пачĕç.