Чăваш чĕлхи эрнинче

Республика шайĕнче кашни çулах иртекен йăлапаТурикас Тушкилти пĕтĕмĕшле  пĕлÿ паракан  вăтам  шкулта та чăваш чĕлхи эрни пырать. Кунта тĕрлĕ ăмăртусем, тупăшусем, илемлĕ вулав, тĕрлĕ çыру ĕçĕсем пулаççĕ, уяв концерчĕ иртет.

Кăçал та ачасем эрнене хутшăнса хăйсем чăн чăваш ачи пулнине, чăвашлăха хисепленине,  анне панă чăваш чĕлхине юратнине кăтартса пама тăрăшрĕç.

  «Чăваш çырулăхĕ, унăн тапхăрĕсем, çĕнĕ çырулăх» рефератсен хÿтĕлевĕнче 9-мĕш класс хĕрĕсем: Алексеева Ф., Иванова А., Николаева И., Романова А. ыттисенчен маттуртарах пулчĕç.

  5-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче иртнĕ «Лексика тĕнчинче» ăмăрту пурне те хавхалантарчĕ, кашни ача çак тĕнче тăрăх çÿресе мĕн çĕнни пĕлнине çырса парса тĕслĕхсемпе ĕнентерчĕ. Уйрăмах маттуррисем: Храмов Антон, Александров Александр, Иванова Жанна 20 балл пухма май пур çĕртен 19 балл пуçтарчĕç.

  6-мĕш классем кăçал Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пулнине шута хурса "Çăкăр сехечĕ" ирттерчĕç. Çăкăр çинчен çырнă авторсемпе вĕсен хайлавĕсене  аса илчĕç, ваттисен сăмахĕсене çырчĕç, кроссвордсем шутласа тупрĕç, сăвă йĕркисем çырчĕç.Чи маттурри те нумай пĕлекенни Осипова Ксения пулчĕ.

Эрне малалла пырать.  Маттуррисене саламлатпăр, малашнехи ăмăртусенче хастар пулма Яковлев пултарулăхĕпе Çеçпĕл хастарлăхне, Митта чăвашлăхне сунатпăр.