Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Тушкилти вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен черетлĕ семинарĕ иртрĕ. Морякова Лидия Петровна 7-мĕш класра „Пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсен пĕтĕмлетĕвĕ” темăпа уçă урок ирттерчĕ. Лидия Петровна урокра педагогикăри тата методикăри çĕнĕ меслетсемпе тухăçлă усă курчĕ.Çакна та палăртса хăвармалла. Ачасем темăна тĕрлĕ чĕлхесемпе танлаштарса (вырăс, акăлчан) уçса пани те вĕрентекенсемшĕн кăсăклă пулчĕ. Юлашкинчен учительсем урокăн тĕп тапхăрĕсене методика енчен тишкерÿ турĕç, педагогикăра тата методикăра çĕнĕ(тухăçлă) мелсемпе тата меслетсемпе усă курасси пирки сÿтсе яврĕç.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Шимкусская средняя общеобразовательная школа» Янтиковского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих