Килӗр-килӗр ыр ҫынсем,
Ваттисем те вӗттисем.
Пире кӑмӑл тӑвӑрах,
Иртсе ларӑр маларах.
Ҫӗн ҫула кӗтсе илер…
Кӗҫӗн класра вӗренекенсем валли Ҫӗнӗ ҫул уявӗ вунӑ сехетре пуҫланчӗ. Ачасем ёлка тавра хитре костюмсем тӑхӑнса юрӑсем юрларӗҫ, ташларӗҫ, Хӗл Мучипе Юрпике ҫинчен сӑвӑсем каларӗҫ. Хӗл Мучи ачасене тупмалли юмахсем туптарчӗ, вӑйӑсем выляттарчӗ. Ҫӗнӗ ҫул уявне Тухатмӑш Карчӑк та килнӗ, вӑл та ачасене вӑйӑсем выляттарчӗ. Пӗрремӗш класра вӗренекенсем юрӑпа савӑнтарчӗҫ, иккӗмӗшсем юмах лартрӗҫ.
Уяв вӗҫленсе пынӑ май Хӗл Мучипе Юрпике ачасене парнесем пачӗҫ.
Ҫепӗҫ юрӑ, ҫӑмӑл ташӑ
Иксӗлмест шкулта паян.
Аллуна парсам, юлташӑм,
Туслӑхпа эпир пуян.