Вăрçă ахрăмĕ

Иртеççĕ те çулсем хуллен:

Килет малашлăх майĕпен.

Анчах тухмасть-çке-ха асран

Хăрушă вăрçă нихăçан.

 

                Çакăн пек эпигрофпа иртрĕç  Аслă  çĕнтерĕве  халалланă Тушкил шкулĕнчи  КРК урокĕсем.  Кăçалхи çул Аслă çĕнтерỹ кунĕ пулнăранпа  68 çул çитет. Пирĕн районтан вăрçă вутне кĕнисем 5429çын (179хĕрарăм) пулсан, вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхех юлнисем 3156 çын.  Тушкил ялĕнчен  603çынна çара ăсатнă, 287 салтака кĕтсе илеймен…Паян  пурăнакан  ветерансен шучĕ те çав тери сахал: А.Н.Николаевăпа Т.Г.Григорьев.

            Пирĕн çĕр-шывра вăрçă умĕн 2786 çыравçă пулнă. Вĕсенчен 941 çын фронта кайнă,417-шĕ каялла таврăнайман…

            Çак ыйтусем тавра пычĕ урокри калаçу.  Вĕренекенсем видиороликсем курчĕç, кроссвордсем тупса тестсемпе ĕçлерĕç,  вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă

чăваш çыравçисен пурнăçĕпе, хамăр  ентешсен паттăрла ĕçĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарĕç. Юлашкинчен  «Вăрçă ахрăмĕ» ятлă  презентаци пăхрĕç. Хамăр районти ветерансемпе паттăрсене халалласа лартнă палăксемпе монументсен умĕпе   пуç  тайса иртмелли хăйне евĕрлĕ çул çурев пулчĕ ку.