Патшалăх символĕ – наци пуянлăхĕ

        2004-мĕш çултан пуçласа  ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш патшалăх символĕсен куне паллă тăватпăр. Эпир çак кун наци пĕрлĕхне тата  Чăваш Енĕн хальхипе пуласлăхĕшĕн хамăр яваплă пулнине палăртатпăр. Патшалăх символĕсенче чăваш халăх историйĕ, культури,халăх шухăшлавĕ  палăрать. Патшалăх символикин  пысăк  авторитечĕ патриотизм туйăмĕ çуратать, Тăван  Çĕр-шыва юратма хăнăхтарать. Çак туйăмсене вăйлăрах аталанма пулăшас  тĕллевпе  Тушкил шкулĕнчи 8-9-мĕш  класра вĕренекенсемпе  КРК  вĕрентекен  А.П.Данилова ятарлă урок-калаçу  ирттерчĕ. Патшалăх символĕсен малтанхи варианчĕсем,  вĕсен авторĕсем  çинчен каласа пачĕ, тĕс тата символика пĕлтерĕшĕсене ăнланса  илме пулăшрĕ.  И.Тукташ 1945 çулта çырнă  6 çавраллă «Тăван çĕр-шыв» кĕреке юррине паян чăваш  Гимнĕ, Э.Юрьев  проектне 100  ытла ĕç хушшинчен  1992 çулта суйласа илсе Герб  туса хунине пĕлни те  ачасене  кăсăклă пулчĕ.