Пирěн тăван чěлхе пуян та илемлě, янăравлă та çепěç, паха та асамлă, чăваш юрри пек кěвěллě. 1-7-мěш классенче пěлÿ пухакансенчен 21 вěренекен чăваш чěлхине халалланă уява хутшăнма кăмăл турě. Вěсем чăваш поэчěсен тăван чěлхе синчен сырнă сăввисене пăхмасăр калассипе тупăшрě . Сăвăсене пурте хавхаланса, çěкленÿллě кăмăлпа вулама тăрăшрěç, çапах та 5-мěш класра вěренекен Камасева Марийăна çитекенни пулмарě. Вăл В.Давыдов-Анатри çырнă « Чăваш тěрри » căвва пурин кăмăлне те каймалла вуларě. Миронова Ксения ( 3 кл.) тата Топчубаев Дилмурас (7 кл.) иккěмěш вырăна тухрěç. Петрова Марийăпа (4 кл.) Иванов Роман (2 кл.) виççěмěш вырăн йышăнчěç.Уява пěрремěш класра вěренекен хěрачасен ушкăнě «Пукане» тата «Чун-чěререн савăнар», иккěмěшсем «Çуркунне», виççěмěшсем «Асамат кěперě», улттăмěшсем «Илемлě» юрăсемпе илем кÿчěç.
Уява 11-мĕш класра вĕренекен Чернова Оксана ертсе пычĕ.