Чăваш чĕлхи эрнине хутшанса

Тушкил шкулĕнчи  6-мĕш классем  чăваш чĕлхи эрнине хутшанса  «Хаваслă ăмăрту» ятпа  грамматика  вăййисем ирттерчĕç.  Данилова А.П.  вĕрентекен хавхалантарса пынипе  тĕрлĕ  ĕçсемпе  ăмăртусем,  туптарусемпе пуçватмăшсем  витĕр тухрĕç. Класра  ларакансен  хаваслă кăмăлĕ, ĕçлĕ шавĕ малалла  туртăнма  хистерĕ. Чи пултаруллисем ята Николаева Инесса, Якимова Евгения, Алексеева Фаина  тивĕçрĕç.

   5-мĕш  класра ирттернĕ «Пирĕн тăрăхри йывăçсем»  ăмăрту  Андреев  Саша çĕнтерĕвĕпе вĕçленчĕ. Унăн  пĕлĕвĕ хăйĕн тантăшĕсене кăна мар, учителе те тĕлĕнтерчĕ. Саша йывăçсене паллать  çеç мар, вĕсен чăвашла-вырăсла ячĕсене те пĕлет.