« Пĕлетĕн-и чăваш чĕлхине?» викторина

Ака уйăхĕн 22- мĕшĕнче 5-мĕш класра вĕренекенсем ушкăнсем çине пайланса « Пĕлетĕн-и чăваш чĕлхине?» ятлă викторинăра тупăшрĕç. Тăван чĕлхепе çыхăннă ыйтусем çине тулли хуравсем пама тăрăшрĕç. Икĕ ушкăнĕ те питĕ хастар ĕçлерĕ, пĕр пек бал пухрĕ.

       Чи маттуррисен шутĕнче  Дима Якимов, Андрей Андреев, Ксения Иванова, Мария Камасева тата Алиса Яковлева пулчĕç.