Ака уйǎхĕн 25-мĕшĕнче 9-мĕш класра вĕренекенсем чǎваш чĕлхи кунне халалласа И. Я. Яковлев пурнǎçĕпе пултарулǎхĕ çинчен аса илчĕç. Чĕмпĕрти чǎваш шкулĕнче вĕреннĕ çыравçǎсене, композиторсене, ǎсчахсене, ÿнерçĕсене, артистсене асǎнчĕç, «И. Я. Яковлева кам лайǎхрах пĕлет?» викторина ирттерчĕç. Чи маттурри Аня Серафимова пулчĕ. Юлашкинчен тǎххǎрмĕшсем
«Патриарх земли чувашской» презентаци пǎхрĕç.