«Эпĕ чăваш хĕрĕ, манра чăваш юнĕ чупать… Эпĕ вара мĕн пĕчĕкрен чăваш çемйинче чăвашла калаçса ÿсетĕп. Пирĕн тăван чĕлхе малашлăхĕ пĕтĕмпех хамăртан, чăваш çыннисенчен килет…. Пирĕн, чăвашсен, хамăрăн тăван чĕлхерен вăтанма нимĕнле сăлтав та çук…»
«Тăван чĕлхе – халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ» темăпа сочиненисен конкурсне тăратнă 8-мĕш класра вĕренекен ачасен ĕçсенчен илнĕ йĕркесем пулчĕç кусем.. Хăйсен шухăшĕсене тĕрĕс палăртса, чĕлхене юратнине кăтартса, унăн малашлăхĕ çинчен шутласа çырнă хайлавсене. Чи лайăх сочиненисен шутĕнче Ярдыкова Татьяна, Павлова Катя, Петрова Марина, Кондратьева Татьяна, Шарапова Анна ĕçĕсем. А.П.Данилова чăваш чĕлхи учителĕ пуçарнипе ирттернĕ конкурсри чи лайăх сочиненисемпе кабинетра паллашма пулать.